Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Пирӗн тупа (Волгин В.)


Аса килет мана Морозов —
Мухтавлӑ паттӑр пионер.
Вӑл ҫӗнӗ пурнӑҫшӑн кӗрешнӗ, —
Ун пек пулмашкӑн вӗренер.

Аса килет мана Чекалин —
Хастарлӑ ҫамрӑк партизан.
Вилӗм таканӗ умӗнче те
Фашистсене вӑл парӑнман.

Эпир вӗсен ятне манмастпӑр,
Тивлетлӗ халӑх ӗҫӗнче
Сӑнӗсене умра тытатпӑр,
ӗҫӗ вӗсен — чӗресенче.

1949

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Волгин Василий сӑввисем



Тулли верси :: Статья каҫми